Презентации по Лингвистике

Ваттисен сӑмахӗсем
Ваттисен сӑмахӗсем
Паян Каша ялĕнче Чиркÿ праçникĕ. Таврари ялсенчен паян Каша ялне лавсем хытă чуптарса пыра-пыра кĕреççĕ. Çуллен-çул ку ялсем паянхи кун ĕçкĕ тăваççĕ. Кашни килтех ĕçкĕ. Чухăнни те, пуянни те хăй çемĕн праçник ячĕпе ĕçет. «Ĕçесси пĕрремĕш черккерен пуçланать» ĕçкĕ кăмăл çирĕплĕхĕ çукки пĕрремĕш черкке хутăрласа ĕçтерни пуçланать Эрех ĕçесси Кĕтерук, пĕрмаях хăй ăшĕнче ĕçес марччĕ, сыпса та пăхас марччĕ тесе шухăшласа лараканскер, халĕ хăй шухăшне улăштарчĕ. Пĕрех сыпса парам çакна. Кайтăр ку манран хăпса тесе шухăшларĕ. Пĕрне ĕçнĕ тĕк, иккĕмĕшĕнчен мĕнле хăтăлас Кĕтерукăн? Кăшт сыпам терĕ Кĕтерук, тутине тăсрĕ. Йыснăшĕ каллех черккене Кĕтерук çăварнелле ÿпĕнтерчĕ. - Э-э-э, савнă пултăрăм! Эсĕ пирĕн çын мар-çке! Çак ялта паян камăн килте комсомол пур, делегатка пур – ĕçкĕ тумалла мар тунă тет. Санăн çавăн пек çынсем патне каймаллаччĕ, ĕç! - Ĕçместĕп! - Юрĕ, ан ĕç! – терĕ йыснăшĕ кăмăлсăр сасăпа. – Эппин, ыран хăвăр пата пырассине ан кĕт, - терĕ те çилленнĕ пек пулчĕ. - Ара, йысна, сана кам пирĕн пата ан пыр тет, - терĕ Кĕтерук та кăмăлсăрланса. - Эсĕ эрех ĕçменни – ан пыр тенипе пĕрех. Ĕç пĕр черкке, сыпса çеç пар! Урок теми: Трубина Мархвин «Хăнаран» калавĕнчи психологи сăнлăхĕсемпе ÿкерчĕксем – тĕп проблемăна уçса пама кирлĕ мел. Эрех сиенĕ. Урок эпиграфĕ: «Эрех çулĕ – куççуль çулĕ» (Ваттисен сăмахĕ)
Продолжить чтение